Pesni.guru - сайт для Гуру
Линкка-линкка авкаланама,
Йуман хăма кирлĕ.
Халь те йуман, халь те йуман,
Тата йуман кирлĕ.
Йăкăш-йакаш шуçкалама
Йака хăма кирлĕ.
Халь те йака, халь те йака,
Тата йака кирлĕ.
Ик аллăма сулкалама
Кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ,
Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл,
Тата кĕмĕл кирлĕ.
Чуп-чуп! чуптума
Чипер ача кирлĕ.
Халь те чипер, тата чипер.
Тата чипер кирлĕ.
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1