Pesni.guru - сайт для Гуру
Сан кăвак куçу мĕн-ма
Илĕртет ялан мана
Хăяймастăп калама:
-Юрататăп эп сана!
Пр.:
Ан ман мана савниçĕм
Ан ман мана, ан ман
Ан ман мана савниçĕм
Эсĕ пурнăçăм ан ман
Илĕртет ачаш туту
Симпыл евĕр туйăнать
Ах мĕн ма-ши юрату
Чĕрене ыраттарать.
(Пр.)
Иртсе кайрĕç çав каçсем
Юратулă вăхăтсем
Халь ăçта-ши пĕлтерсем:
-Юрататăп эп сана?
(Пр.)
Другие названия этого текста
- Căvaš halăh jurri - An man (0)
- Чăваш халăх юрри - Ан ман (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1