Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Алексей Московский - Асамçă | Текст песни

Pesni.guru - сайт для Гуру

Яланхи пекех хĕвелпе
Кĕмĕл уйăх улшăнать.
Пурнăç хăйĕн йĕркипе
Малаллах ав тăсăлать.

Ир пулсан салам ярса
Вăратать пире автан.
Ерипен çеç васкаса
Вăхăтпа утатпăр тан.

Хушса юрламалли:

Эп мĕншĕн-ши асамçă мар.
Çут ĕмĕтĕм, инçе ан тар.
Ман валеçесчĕ паянах
Килтен киле телей анчах.

Темĕн тĕрлĕ пăтăрмах
Тĕл пулатăн кунсерен.
Вăй илесчĕ тăтăшах
Савнă юрă-кĕвĕрен.

Пулăшасчĕ пĕр-пĕрне,
Ыр туни сăваплăх теç.
Вара ÿкĕ çĕр çине
Савăнăç куççулĕ çеç.


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
    Нет видео
    -