Гуру Песен Популярное
А Б В Г Д Е Ж З И К Л М Н О П Р С Т У Ф Х Ц Ч Ш Э Ю Я
# A B C D E F G H I J K L M N O P Q R S T U V W X Y Z

Алексей Московский - Аслӑ тӗнче | Текст песни

Pesni.guru - сайт для Гуру

Ыйхăран хĕвел вăранчĕ,
Çĕнĕ кун каллех пуçланчĕ.
Мĕн кĕтет пире паян?
Самана куçран тинкерĕ:
Вăл вĕçтерĕ е ÿкерĕ.
Юрамасть пулма айван!

Хăш чухне пуçра пĕр хутăш
Явăнать çĕр тĕрлĕ шухăш.

Хушса юрламалли:

Аслă пирĕн çут тĕнчемĕр,
Пурăнма çук икĕ ĕмĕр.
Çавăнпа та пĕр-пĕрне
Кирлĕ мар кÿрентерме.

Чăвашсем, эпир, именчĕк.
Çÿхелсе юлсан та енчĕк,
Чунсемпе пулар пуян,
Çук илме йăлтах укçан.

Пурнăç çулĕ – кукăр-макăр.
Çав-çавах пĕр йăнăшмасăр
Ăнтăласчĕ малаллах.
Шăпана каяймăн хирĕç,
Ĕç çинче пуласчĕ тивĕç Мухтавпа чыса анчах.

Нихăçан та ан мансамăр:
Телее туптатпăр хамăр.


Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1
Видео
Нет видео
-