Pesni.guru - сайт для Гуру
Эпир ташша тухатпӑр
Хуплӑк сарма ыйтатпӑр
Кунта халӑх питӗ нумай
Вӑтанма пултаратпӑр
Ай-йа-ра-йа-ра-йа-ра-йа
Ай-йа-ра-йа-ра-йа-йа
Илтӗпӗр-ха сассине
Куккук авӑтать лере
Ҫӳрӗпӗр-ха каччипе
Купӑс калаканнипе
Трактӑристне пӑхӑр-ха
Трактӑр ӑшне шыв янӑ
Купӑсҫине пӑхӑр-ха
Ура тӑсса каланӑ
Ай Тур, маттур гӑрманист
Ытла лайӑх калан эс
Ытла лайӑх каланипе
Хӑвна юраттаран эс
Гӑрманистӑн гармун ҫине
Ылтӑн хума юрать-и?
Эс каланӑ ҫемӗпе
Ташламашкӑн юрать-и?
Ташши, ташши, ташши
Салакайӑк ташши
Салакайӑк ташши мар
Чӑваш Енӗн ташши
Другие названия этого текста
- Чӑваш халӑх юрри - Чӑваш ташши 8 (0)
- Чӑваш халӑх юрри - Чӑваш ташши (тăпăртатмалли) (0)
Статистика страницы на pesni.guru ▼
Просмотров сегодня: 1